Шӑрӑх ҫанталӑкра туя килнӗ хӑна пӗвере темиҫе хут та шыва кӗме хӑтланнӑ. Пӗрремӗш хутӗнчех вӑл чутах путман. Хайхискер ишсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна пӗве хӗрринче канакан ҫынсем ҫӑлнӑ.
Ҫав кун Йӗпреҫ районӗнчи Пӗчӗк Упакасси ялӗнче туй кӗрлеттернӗ. 28 ҫулти ҫамрӑк арҫын самаях эрех ӗҫнӗ. Путнӑ чухне ҫӑлсан та вӑл лӑпланман – каллех шыва кӗнӗ.
Ун чухне вӑл пуҫӗпе шыва чӑмнӑ та тек курӑнман. Унӑн виллине каҫхине ҫеҫ тупнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Республикинче 30 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи мӗнпур хуҫалӑх кӗрхи тырра вырма тытӑннӑ. Ку вӑл — ӗнерхи кун тӗлне илсен. Анчах вӗсен хушшинче ҫак ӗҫе вӗҫлеме ӗлкӗрнӗ хуҫалӑх та пур.
«Искра» (чӑв. Хӗлхем) колхоз кӗрхисене пӗлтӗр 105 гектар акса хӑварнӑ. Ҫав лаптӑкран унтисем 200 ҫапса тӗшӗленӗ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 22,5 центнера ларнӑ. Ку вӑл районти вӑтам тухӑҫран кӑштах пӗчӗкрех-ха, мӗншӗн тесен ытти хуҫалӑхсене илсен кӗрхисем вӑтамран 25-шар центнер тухаҫҫӗ.
Ӗҫе хӑвӑрт вӗҫленӗ «Искра» пирки каласан, кӗрхи тулла «Палессе» тата «Нива» комбайнсемпе вырнӑ. Алексей Кузьмин ҫамрӑк комбайнер «Палессе»-пе 164 тонн ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫуртрисене вырма тухичченех хуҫалӑх механизаторӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене иккӗмӗш хут ҫулса пуҫтарӗҫ.
Районӗпе вара кӗрхисене паянхи куна 1000 гектар ытларах вырнӑ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче Уй-хир кунӗ ирттернӗ чух сухаҫӑсен конкурсӗсене те йӗркеленӗ. Унта тупӑшнисен ӗҫ кӑтартӑвне тишкернӗ тӑрӑх чи пултаруллӑ та маттур сухаҫӑсем Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче пурӑнни палӑрнӑ. Ку вӑл, паллах, ытти тӑрӑхра тӑрӑшуллисем ҫуккине пӗлтермест. Сӑмахӗ конкурсҫӑсем пирки ҫеҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫ районӗнчи В.О. Корниловӑн фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов ҫӗнсе илнӗ. Хушамачӗ те, ячӗпе ашшӗ ячӗ те пӗр килнӗрен фермер хӑех руль умне ларман-ши ыйту ҫуралать. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи «Сатурн» кооперативри Владимир Кукурузов. Вӗсем пурте йӗркеллӗ сухаланипе, агротехника йӗркине пӑхӑннипе палӑрнӑ.
Наци вулавӑшӗнче паян Николай Теветкелӗн ҫуралнӑ кунне палӑртса культура ӗҫченӗсем тата тӑванӗсем пухӑнчӗҫ. Мероприятие вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева ертсе пычӗ.
Николай Теветкел 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн чикки ҫумӗнче вырнаҫнӑ Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тӗрлӗ ӗҫе алла илнӗ, тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ — платникре те, малярта та, ӳнерҫӗре те. Паллӑ сӑвӑҫ 20 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн пултарулӑхӗпе эпир «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем», «Хура сулӑ», «Сывлӑмпи», «Хӗвел кӗлти», «Авӑн уйӑхӗ», «Марине вӑййисем», «Пушӑ гильза» тата ытти кӗнекесенче паллашма пултаратпӑр. «Киремет» трагедийӗ тӑрӑх вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑччӗ.
Николай Теветкел чӑваш культурине ытларах енӗпе сонетсем ҫырса пуянлатрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑста тӑлмач та. Вӑл тӑрӑшнипе эпир А. Рембон, В. Гюгон, Р. Киплингӑн, А. Мацкевичӑн, Уильям Шекспирӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе чӑвашла паллашма пултартӑмӑр.
Пултарулӑх каҫӗнче Николай Теветкелӗн ӑсталӑхне палӑртрӗҫ, сӑвӑҫ питӗ пысӑк сӑмах ӑсти пулнине каларӗҫ.
Кӑҫал «Тӑван Атӑл» литература журналӗ тухма пуҫланӑранпа 85 ҫул ҫитет. Ҫавна май Йӗпреҫри тӗп вулавӑшра «Тӑван Атӑл» журнал страницисем тӑрӑх» курав ӗҫлет.
Асӑннӑ вулавӑшра «Тӑван Атӑла» ҫынсем юратсах вулаҫҫӗ. Ӑна илес тесе черет те кӗтеҫҫӗ-мӗн. Чылайӑшӗ пӗр номерне те сиктермест, йӑлтах вулать. Курав утӑ уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче ӗҫлӗ.
«Тӑван Атӑл» журнал, чӑваш писателӗсен кӑларӑмӗ, 1931 ҫултанпа тухса тӑрать. Халӗ ӑна «Хыпар» Издательство ҫурчӗ кӑларать. 1940-1944 ҫулсенче журнал «Илемлӗ литература» ятпа тухса тӑнӑ. 1965 ҫулччен литература альманахӗ пек тухнӑ. Журнала тӗрлӗ ҫулта Илья Тукташ, Аркадий Ӗҫхӗл, Ҫемен Элкер, Ухсай Яккӑвӗ, Александр Кӑлкан, Василий Алагер, Уйӑп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Пётр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Фёдор Агивер ертсе пынӑ. Халӗ унӑн редакторӗ — Василий Кервен (тӗп редактор — Михаил Арланов).
Йӗпреҫ районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Николай Павлов ӑсран тайӑлать. Унӑн тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Тивӗҫлӗ канури арҫынна 10 кун шыраҫҫӗ. Вӑл Кӑшмаш ялӗнче пурӑнать. Арҫын ҫӗртмен 29-мӗшӗнче 17 сехетре килтен тухнӑ та вӑрман еннелле кайнӑ. Ывӑлӗ Сергей каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен те ҫапла ҫухалнӑ. Анчах нумайран та икӗ кунран каялла таврӑннӑ.
Николай Павлова ҫухалсан яланах тӑван ялӗнче Чӑрӑшкассинче тупнӑ. Арҫын ҫичӗ хутчен микроинсульт тӳснӗ. Ҫав кун тӑванӗсем утӑ ҫулма ҫур сехетлӗхе кайнӑ. Таврӑннӑ ҫӗре лешӗ пулман.
Юлашки хутчен ӑна ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Огонек ялӗ патӗнче курнӑ. Николай Павлов 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шурӑ, шакла вырӑнсем пур. Хура фуфайка, хӑмӑр карттус, хура шӑлавар, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Николай Павлова курнисене ҫак телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 927 858 76 15. Ку ывӑлӗн Сергейӑн номерӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ вӑл.
Ӑна саламламашкӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те ҫитнӗ, мӗншӗн тесене Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче кун ҫути курнӑ.
Ефросиния Андриановна 1936 ҫулта качча тухнӑ. Вӑл Хыркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Филипповичпа пӗр ҫулпа утнӑ. Кинемей Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи кӗрленӗ чухне нуша самаях курнӑ. Йывӑрлӑха парӑнмасӑр вӑл мӑшӑрӗпе сакӑр ачана ура ҫине тӑратнӑ.
Палӑртмалла: Ефросиния Андриановна II тата III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Каскара поселокӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Йӗпреҫ районӗнчи ушкӑн та кайнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява Тӗмен облаҫӗн Думин председателӗн ҫумӗ Геннадий Корепанов национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Евгений Воробьев хутшӑннӑ. Вӗсем регион парламентарийӗнчен чӑвашсене культурӑпа наци йӑлисене сыхласа хӑварнӑшӑн, ытти халӑхпа туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ.
Акатуй виҫӗ лапамра иртнӗ. Концерт К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ постановкӑран тытӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет» фольклор ансамблӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Спортпа туслисем тӗрлӗ тӗсре вӑй виҫнӗ. Ҫавӑнтах чӑваш наци апачӗпе сӑйланнӑ, алӑстисен ӗҫӗсемпе киленме май пулнӑ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ.
Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ.
Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла.
Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |